Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи культура ҫуртне Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ҫыннисем хӑнана килнӗ. Пушӑ алӑпа мар — спектакльпе.
Аччара Хирпуҫри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем, «Ҫеҫпӗл» драмкружок артисчӗсем, Хирпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Терентьев хӑнара пулнӑ. «Ҫеҫпӗл» драма кружокӗн артисчӗсем Ачча халӑхне Николай Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль кӑтартнӑ. Елена Репицына, Любовь Свирская, Светлана Мальцева, Светлана Илларионова артисткӑсем сцена ҫинче выляни пурин кӑмӑлне те кайнӑ.
Хирпуҫ артисчӗсем спектакле вылянине курма зала халӑх нумай пухӑннӑ. Хальхи ял пурнӑҫне, унта пурӑнакан ҫынсен кун-ҫулне сӑнлакан комедие Аччасем хаваспах йышӑннӑ.
Сӑнсем (9)
Кашни отрасльте ӗҫлекенсен хӑйсен тивӗҫӗ те, республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, ав, вӑрман хуҫалӑхӗсен питомникӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтерет. Канаш, Йӗпреҫ тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи питомниксене специалистсем ушкӑнпа пухӑнса кайсах хакланӑ. Йышра маларах асӑннӑ министерствӑра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне федерацин «Рослесозащита» (чӑв. Раҫвӑрманхӳтӗлев) патшалӑх учрежденийӗн филиалӗн вӑрмансене сыхлас енӗпе тӑрӑшакан пайӗн специалисчӗсем те пулнӑ.
Комисси калчасен тӑрӑмне кӑна мар, техника ҫуркуннехи тата ҫуллахи ӗҫсене хатӗррине те тӗрӗсленӗ. Унсӑр пуҫне специалистсем кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пуррипе ҫуккине, вӑрлӑх склачӗсене пӑхнӑ, пестицидсене епле упарнине хакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗрӗслевҫӗсем лару-тӑру аваннине палӑртнӑ. Хунавсем те чирлине асӑрхаман.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн республикӑри район-хулара наци постановкисене лартать.
Нумаях пулмасть Иосиф Трерӑн «Чӗрӗ сӑмах» ревю Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче тата республикӑри Элӗк районӗнче пулнӑ. Постановкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмешкӗн тӑратнӑ. Спектакле курнӑ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер, театр артисчӗсем, Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсен преподавателӗсем районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, вӗренӳ, ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче чӗлхене сарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Учительсем каланӑ тӑрӑх, наци спектаклӗсене кӑтартни лайӑх витӗм кӳрет. «Чӗрӗ сӑмах» постановкӑна вӗсем хӑйне евӗр вӗренӳ пособийӗ тесе палӑртнӑ. Унӑн чӗлхи ҫӑмӑл, вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать.
Спектакль — чӑваш поэзийӗн сӑнӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишшин, Геннадий Айхин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Авторсен хайлавӗсенче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, савӑнӑҫӗпе хуйхи сӑнланнӑ.
Ҫӗҫпӗл Мишши — чӑвашсен паллӑ поэчӗ. Вӑл 1899 ҫулта Канаш районӗнчи Касаккасси ялӗнче (халӗ вӑл Ҫӗҫпел ятлӑ) ҫуралнӑ. Паллӑ поэтӑмӑрӑн сӑввисене халӑх халӗ те юратса вулать. Республикара Ҫӗҫпӗл Мишшине халалласа чылай мероприяти ирттернӗ. Кӑҫал чӳк уйахӗн 16-мӗшӗнче Михаил Кузьмин ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет.
Ҫавна май Канаш районӗнчи Ҫӗҫпӗл ялӗнче «Ҫӗҫпӗл Мишши — чӑваш халӑхӗн чапӗпе мухтавӗ» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта — поэтӑн кун-ҫулӗпе паллаштаракан кӗнекесем. Кунтах «Пӗтӗмпех — Ҫеҫпӗл пирки» хаҫат-журнал статйисемпе паллашма пулать. Куравра «Хӗрӳллӗ поэт» сӑнӳкерчӗксен альбомӗ, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» сӑвӑсен альбомӗ пур. Вӗсем ҫулсерен пуянланаҫҫӗ. Кунта Ҫеҫпӗл шкулӗн вӗренекенӗсем ҫырнӑ сӑвӑсем те ҫук мар.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, Комсомольски районӗнчи Шурута Елена Козлова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла Владимир Алексеев, Вӑрмар районӗнчи Кавала Василий Адюков ертсе пырӗҫ.
Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче вара вырӑнти депутата суйланӑ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ чӑваш драматургӗпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрӗҫ.
11 сехет тӗлне халӑх чылайӑн пухӑнчӗ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче Валерий Туркай сӑвӑҫ, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Канаш районӗн ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина, профессилле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Павлов тата ыттисем пулчӗҫ. Тухса калаҫнӑ чухне вӗсем Николай Терентьевичӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, чӑваш халӑхӗшӗн сахал мар вӑй хунӑшӑн ырӑпа асӑнчӗҫ. Паллӑ драматурга тӑван ялӗнче пытарӗҫ.
Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ Канаш районӗнчи Атнаш ялӗн ҫыннисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ҫаврӑннӑ. Кунта ҫав кун акушер-фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑ. Уява пур ялтан та пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ хӑнасем те ҫитнӗ: Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина, Канаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Андреев, Киров ячӗллӗ ЯХПК ертӳҫи Петр Тимофеев, Канашри Ф.Г.Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Рената Федорова.
Атнашра фельдшер-акушер пункчӗ уҫӑлни ҫынсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ. Халӑх тӳре-шара ял-сала аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн хӗпӗртет. Атнашсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, малаллах талпӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть кунта сӗт-тавар ферми уҫӑлнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина Канаш районӗнче, ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай ФАП пулнине палӑртнӑ. Юлия Фролова ҫӗнӗ ФАПшӑн халӑх ятӗнчен тав тунӑ. Атнашри ФАПӑн заведующийӗ Г.Н.Иванова районти тӗп пульницӑн ертӳлӗхне, Канаш район администрацине хӑтлӑ та ҫута ҫуртшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
Ӗнер, акан 11-мӗшӗнче паллӑ чӑваш драматургӗ Николай Терентьевич Терентьев ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ыран, 11 сехетре, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ.
Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литераутра курсӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценарий ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ — пушкӑртла, украинла, эстонла. Чи паллӑ ӗҫсем: «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТ-ра та кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине вара ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.
Литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗпе пысӑк ӗҫсем тунӑшӑн ӑна РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ хисеплӗ ятсене панӑ.
Канаш районӗнчи Уҫырма ял тӑрӑхӗнче урам ячӗсем пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ку вӑл пурте пӗлекен вӑйӑри пек нумайрах ят пӗлессипе ҫыхӑнман-ха. Асӑннӑ тӑрӑхри Уҫырма тата Кӗлтеҫулӗ ялӗсем сарӑлнӑ май ҫӗнӗ урамсем йӗркеленеҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ урамсене пуҫарма вара ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене ял тӑрӑхӗсен ҫӗрӗ текен категорие куҫарнӑ хыҫҫӑн май килнӗ.
Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫынсем ҫӗнӗ урамсен ячӗсене сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Шухӑш-кӑмӑла почта урлӑ та (адресӗ — Уҫырма ялӗнчи Канаш урамӗнчи 80-мӗш ҫурт), электрон ҫырупа та (sao-mbiksh@kanash.cap.ru) яма пулать теҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8 (83533) 2-02-60 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.
Ӗнер Канашра Культура ҫулталӑкне халалласа ача-пӑчан республика шайӗнчи харӑсах пилӗк фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» ятпа чӑваш тӗррин конкурсне йӗркеленӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор ушкӑнӗсене пухнӑ, хореографи ушкӑнӗсем «Салам, Тӗнче» ятлине пуҫтарӑннӑ, художество ӳнерӗ енӗпе ӑмӑртакансем «Черчен чечексене» пырса ҫитнӗ, юрӑ ӑстисем — «Уҫӑ саслӑ ачалӑха».
Асӑннӑ мероприятисене культура ҫурчӗсенчи, вӑтам пӗлӳ паракан тата тата ӳнер шкулӗсенчи ачасем пухӑннӑ. Канаш районӗсем те айккинче юлман. Унти Сиккассинчи, Энтрияльӗнчи, Шелттӗмри, Янкӑлчри, Аччари, Ҫеҫпӗлти, Вӑрӑмпуҫри тата ял тӑрӑхӗсенчи, районти Культура ҫуртӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Фестивале йӗркелекенсем ачасем хушшинче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратма тата сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |